Ухсая уяв кӗрекине лартсан Ту паттӑр, Улӑп паттӑр, чӑваш Тутимӗрӗ тата тем тӗрлӗ аслӑ хисепсемпе чыслатчӗҫ. Ахальтен мар. Вӑл хӑйӗн ӗмӗрне тӑван халӑх ҫинчен шухӑшласах ирттерчӗ.
Ухсай пурне те сапӑр. Пӗчӗккисем валли — сӑвӑллӑ юмахсем, «Кӗслеҫӗпе упа», «Пуканесен бригади» тата тем чухлӗ сӑвӑ-юрӑ. Хунав ачасем валли — шкул кӗнекисене кӗнӗ хайлавсем: «Юратрӑм эп, хирсем, сире», «Карлав аври касмашкӑн кайрӑм», «Анне мана тирпейлӗ пиеленӗ», «Пӗлӗтсем»... Яш-кӗрӗм валли — сӑвӑрса ҫавӑрнӑ таса юрату лирики, «Ҫырӑ куҫӑм, ылтӑнӑмҫӑм, чунӑм»... «Тутимӗр», «Шуйттан чури», «Хура элчел» трагедисем, «Кӗлпук мучи», «Ту урлӑ ҫул», «Ҫӗр», «Ача чухнехи ҫӑлтӑрӑм», «Шурӑ хурӑнпа калаҫни» поэмӑсемпе романсем — пурин валли те, темиҫе хут вуласа шухӑшламалӑх. Ухсая вулама питех те ҫӑмӑл, вӑл Силпи ҫӑлкуҫӗ пекех, «Нарспипе» «Арҫури» пекех шӑнкӑртатать. Ӳкерчӗкрен ӳкерчӗке сисмесӗрех юхса кайма пулать. Яка сӑмахпа каланӑ шухӑш тӗшшине ӑнланас тесен хамӑр халӑх чунне, йӑли-йӗркине, историне, ӑс-пурлӑхне ӑнкарни кирлӗ. Ухсайӑн шухӑшсӑр ӳкерчӗк ҫук. Ухсай — шухӑшлавҫӑ, чӑваш хресченӗпе космонавчӗ, ҫӗр-шыв патшипе тарҫи хушшинчи тӗнчене ытамлама пултарнӑ философ.
Яков Гаврилович Ухсай — Слакпуҫ ачи, Константин Иванов шӑллӗ. Вӗсен маҫакӗ (аслашшӗн ашшӗ) пӗрре — Ҫимун Иванччӑ. Ҫимун ачисем вуннӑн ӳснӗ. Кӗҫтенттин аслашшӗ Николай Симунччӑ писарьпе Якку аслашшӗ Микихвер Ҫимунччӑ — пиччӗшӗпе шӑллӗ.
Аннеҫӗм выҫлӑх ҫул мана ҫуратнӑ,
Вӑл хӑй ватран та йӳҫӗ те кӗрпек
Мӑян ҫӑкри ҫисе мана тӑратнӑ
Мӑян шӑршиллӗ кӑкӑр сӗчӗпе.
Перо тытман атте, кукка та манӑн,
Ҫунмасть ҫырасшӑн Пракахье пичче.
Пин ҫул хушши ҫырсан та, кив капанӑм
Чакаймӗ пурнӑҫ йӗтемми ҫинче.
Поэзи хирне 14 ҫулта пырса кӗнӗ те Кӗсле ту ҫине кайса выртиччен ана ҫинчен тухмасӑр пӗтӗм вӑй-халӗпе сухаланӑ, акнӑ, ӳстернӗ. Утмӑл ҫул поэзире, утмӑл кӗнеке сентре ҫинче. Вӑл акса ӳстернине тӗпчевҫӗсем пухса пӗтереймен-ха. 100 ҫул уявӗ тӗлне поэт ҫырнисен 5 томӗ пичетленсе тухрӗ. Анчах вӑл академилле тулли кӑларӑм мар, унта нумай хайлав кӗмесӗр те палӑрмасӑр юлнӑ.
Выҫӑ, сивӗ, нушаллӑ ҫулсенче тӑрӑшса та вӗренсе ҫитӗннӗ Ухсай. Слакпуҫсенчен ку таранччен те Ломоносов ячӗллӗ Мускав университетӗнче ӑс пухнӑ студент вӑл кӑна. 1933 ҫулта литература факультетне хупсан ҫухалса кайман — Мускавра чӑвашла тухса тӑракан «Коммунар» хаҫат хыпарҫи пулса тӑнӑ, унтан тӑван Пишпӳлекри МТС хаҫатӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Хаҫатра ӗҫленӗрен Ухсай — вичкӗн публицист. Яш чухнех ҫапла пулнӑ, фронтра та ҫаплах юлнӑ, ватӑлсан та ҫынна, ҫӗре, шыва, тавралӑха хӳтӗлесе вирлӗ статьясем пичетлерӗ.
Хӑрушӑ 1937 ҫул Ухсая хытах вӗтелесе илнӗ. 1937 ҫулта Ухсай «Халӑхӑн ылтӑн кӗнеки» поэма ҫырать. «Унта политика-идеологи тыткӑнне лексе Сталина мухтать, ӑна аслӑран та аслӑ ҫул пуҫ тесе йышӑнать. «Ту урлӑ ҫул» поэмӑра колхоз саманине савса юрлать. Ку ӗнтӗ вӑхӑт палли пулнӑ», — тесе ҫырнӑ чӑваш литературин XI класс кӗнекинче (2003). Эпӗ урӑхла калас тетӗп. Ухсай саккаспа ҫырнӑ хайлавра та Сталина мар, тӑван халӑха мухтать. Ытти поэтӑн Сталина виҫесӗр мухтаса ҫырнисем кӗнекесен ҫуррине йышӑнаҫҫӗ. Ухсайӑн ҫук ун пекки.
Мӗнле ҫав териех ӑслӑ та ҫирӗп пулма пултарнӑ ҫамрӑк Ухсай тесе тӗлӗнетӗп.
Хусанкайпа пӗрле Сталин генсек патне чӑваш халӑхӗнчен селӗм ҫыру хайланӑ пулсан та, Чӗмпӗрпе Тӗрлемесре ӑна шыраҫҫӗ. Патӑрьел педучилищинче ӗҫленӗ чухне вара «халӑх тӑшманӗ» тума тытӑнаҫҫӗ. «Мӗнле хӑйнӑ эсӗ аслӑран та аслӑ ҫут хӗвелӗмӗр Сталин умӗнче чӑваш халӑхӗпе мухтанма, чӑваш халӑхӗн парӑнманлӑхне ырлама!» — теҫҫӗ. Допрос вӑхӑтӗнче тарӑхса ҫитнӗ Ухсай каппайчӑк хӑрушсӑрлӑхҫӑн сӗтел ҫинче выртакан наганне ярса илсе ҫамкинчен тӗллет, районтан тухса кайма ирӗклекен хут ҫине алӑ пустарать. Хӑтӑласса хӑтӑлать, анчах машина ҫинчен пӗренесемпе пӗрле персе аннипе аманать. Ухсая сыватмӑшран Хусанкай судне кӳнтелене чӗнеҫҫӗ. Вӑлтана ҫаклатасса сиснӗ Ухсай суда мар, халӑх тӑшманӗсене пере-пере пӑрахакан Улатӑра тапса сикет те Пушкӑртстан чӑвашӗ Иван Трофимов художник килӗнче пытанса сывалать.
Нуша телейсӗр мар. Чӑваш ваттисем ахальтен мар ырӑпа хаяра юнашар лартса чӳклеҫҫӗ. Улатӑртан Мускава ҫитнӗ чӑваш каччине Фадеевпа Твардовский хӑйсен хӳттине илнӗ. Ухсайӑн ҫак телейӗн никӗсӗнче Мускавра ӑслӑран ӑслӑ Мӗтри Юман хваттерӗнче пурӑнни, влаҫпа ҫывӑх Тимофей Кривовпа, Антонина Нухратпа паллашни тата вырӑс корифейӗсем чӑваш ачин пултарулӑхне пӗлни те пур.
Ухсай Яккӑвӗ — хӑюллӑ та паттӑр салтак. Шупашкартан вӑрҫа каяс мар тесе махорка шывӗ ӗҫнӗ ҫыравҫӑсем те тупӑннӑ. Вӗсен ячӗсене асӑнас та ҫук. Эпир хӑрах ӳпкесӗр ҫинчех фронта лекнӗ Илле Тукташа, ҫулне хӑпартса ҫара кайнӑ Валентин Урташа, ури уксаххине пӑхмасӑр халӑх ополченийӗпе ҫапӑҫӑва кӗрсе кайнӑ Ухсая асӑнатпӑр.
Дон ҫеҫен хирӗсенче хаяр 1942 ҫулта 17-мӗш танк корпусне йӗркеленӗ вӑхӑтра вӑл 141-мӗш чӑваш дивизийӗ ҫинчен поэма-ҫыру ҫырать.
Расул Гамзатовӑн эпир пурте юратса юрлакан «Тӑрнасем» сӑввин сӑнарне Ухсай 1943 ҫултах ҫырса кӑларнӑ: «Хамӑр Атӑл еннелле юрласа вӗҫет те кайӑк, Кай эппин пӗрле пулса, Кайӑк картине кӗрсе тӑр» («Шӑпчӑк» поэмӑран), «Тӑрнасем» сӑвӑра та ҫав сӑнарах. Талантлӑ-и Ухсай? Талантлӑ. Гварди капитанӗ Яков Ухсай чапа тухнӑ ҫар салтакӗ пулнипе мӑнаҫланатчӗ.
Дивизи хаҫачӗн хыпарҫи, салтаксемпе пӗрле траншейӑсемпе окопсенче выртнӑ, атакӑна кӗрсе, танкистсемпе пӗрле вутра ҫунса тухнӑ. Ӑна, контузи пулнӑскере, юлташӗсем ҫулӑм айӗнчен ҫӗклесе кӑларнӑ. Паттӑр пулнӑшӑн Ухсая награда мар, выговор лекнӗ, мӗншӗн тесен фронтра «писатель» должноҫӗнче тӑнӑ политбоецӑн ҫапӑҫӑва кӗме ирӗк пулман. Юраман вӗсен вут айне кӗрсе кайма! Ҫунма та, тыткӑна лекме те юраман!
Вӑрҫӑ суранӗсене сапланӑ чухне пичетленнӗ «Ту урлӑ ҫул», «Акӑшкӳл» романсене ырласа е тиркесе ҫырни тем чухлех тухрӗ. Конфликтсӑрлӑх теорийӗ хуҫаланнӑ чухнехи хайлавсем вӗсем. «Кубанские казаки» фильм, «Белая береза» йышши капӑрчӑк романсен вӑхӑчӗ. Тӗрӗссине калама май ҫук самана. Ирӗксӗрех авалхи акын пек халапласа кайма, ӳкерчӗксем урлӑ ытарлатса ҫырма тивнӗ. Юптарса, шахвӑртса, тӑрӑхласа, юмахлатса, пӑтӑрмахлатса каланинче пурнӑҫра чӑн пурри хирӗҫленсе е майлашӑнса тухса пырать Ухсай эпикинче. Ку — Тухӑҫ эпосӗн тӑсӑмӗ. Сӑвӑлла романӗсене, «Кӗлпук мучи», «Ҫӗр», «Халӑхӑн ылтӑн кӗнеки» поэмисемпе пӗр ҫыхӑнура пӑхсан чӑваш хресченӗпе колхозникӗн эпосӗ тухса тӑрать. Ухсая тӑпра поэчӗ, Силпи юрӑҫи тени ҫителӗксӗр. Ухсай чӑваш чунӗн, историйӗпе философийӗн шухӑшлавҫи.
«Ҫӗр», «Ача чухнехи ҫӑлтӑрӑм», «Шурӑ хурӑнпа калаҫни» тата ытти хайлав вырӑсла пичетленсе тухсан чӑваш поэтне СССР Патшалӑх премине тата Социализм Ӗҫӗн Геройӗн ятне пама Мустай Карим, Расул Гамзатов, Егор Исаев тата ытти тусӗпе пӗрле тӑратнӑччӗ. Фронтра шӗнкрем шелленӗ сӑвӑҫа чӑваш ҫӗтӗкӗсен элекӗ ураран ҫапса ӳкерчӗ. Чӑтма ҫук йывӑр пулчӗ Ухсая. Поэт хуҫӑлмарӗ. Тата лайӑхрах поэмӑсем («Атте-анне», «Чӗмпӗр»), статьясем ҫырчӗ. Унӑн аслӑ чунӗ, хӑватлӑ ӑсӗ, Тутимӗр чӑтӑмлӑхӗ ҫак пулӑмра та курӑнса тӑрать.
Шкулта Ухсай кашни класрах пур. Унти хӑш-пӗр хайлава ҫӗнӗлле ӑнлантарма вӑхӑт.
«Кӗлпук мучи» — сӑвӑланӑ калавсен ярӑмӗ. Поэт ӑна вӑрҫӑчченех пуҫланӑ. Кӗлпук — тӗнче умне тухнӑ чӑваш хресченӗ, Шолоховӑн Дед Щукарӗ, Твардовскин Данила мучи шайӗнчи сӑнар. Анчах ӑна чӑваш тупалаҫисемпе ҫыравҫисем йышӑнман. 1951-1952 ҫулсенче вӗсем «Кӗлпук мучи йӑнӑш сасӑпа юрлать, идейӑпа содержани енчен вулакана ҫырлахтарма пултараймасть», — тесе тӑрпаланаҫҫӗ. Кӗнеки вырӑсла тухсанах Александр Фадеев, Леонид Соболев, Николай Чуковский, Александр Твардовский «Кӗлпук мучие» ҫӗр-шыври чи курӑмлӑ та ӑнӑҫлӑ хайлавсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ.
«Хура элчел» (1939) трагеди пирки ҫӗнӗ сӑмах каламаллах. Вӑл та Ухсай чунне ҫунтарнӑ хайлав. Трагедире кӑтартнӑ сӑнарсенче — Иван Яковлевпа Константин Ивановра — историзм сахал тесе тиркенӗ те шилӗке кӑларман. «Яковлев поэт пултарулӑхне путарса пынӑ пек пулса тухнӑ», — тенӗ М.Я.Сироткин профессор. Вара ҫак тӗрӗс мар сӑмах статьяран статьяна паянчченех куҫса пырать. Трагеди хура самана тискерлӗхне Яковлевшӑн та, Ивановшӑн та, Федор Павловшӑн та «ӑҫта кайсан та аршӑнра тӑватӑ шите» кӑтартнипе хӑватлӑ. Хура элчел Иванова ҫеҫ мар, Яковлева хӑйне те пӑвса тӑрать.
Яковлевпа Иванов, Пазухинпа Павлов сӑнарӗсене шӑпах пурнӑҫрипе тӗлме тӗл тӗрӗс кӑтартнӑ Ухсай, Чӗмпӗрти ун чухнехи лару-тӑрӑва вӑл пӗлмен тесе калама чӗлхе ҫаврӑнаймӗ.
Библие мӗншӗн ҫине тӑрса куҫармаллине пит уҫҫӑн калать Яковлев: «Ҫапах, куҫар-ха Библие. Унпа патшамӑр умӗнче чее пулатпӑр, ырӑ ятлӑ. Шкула хупасшӑн Петербург. Ас ту, ҫӑханӗ эпӗ мар. Ҫӑханӗ пысӑк, этак-так!»
Ухсая пӗлес тесен Пушкина, Некрасова, Байрона, Шекспира вулас пулать теҫҫӗ пирӗн тӗпчевҫӗсем. Эпӗ калатӑп: Ухсая пӗлес тесен Ухсая вулас пулать. Ухсайӑн пӗтӗм пултарулӑхӗ — харкам Ухсайӑн, урӑх никамӑн та мар, чӑваш халӑхӗн, чӑваш сӑмахлӑхӗн таса ылтӑнӗ.
Эпӗ Ухсайпа пайтах калаҫнӑ, университетра ҫилҫунатҫӑсемпе вӑл икӗ ҫул хӑйӗн семинар тӗл пулӑвӗсене ирттерчӗ. Ӗмӗтленсе калатӑп: эпир Ухсай ӑсӗпе Ухсай ҫирӗплӗхне ӑнкарса ӑша илсен маттур халӑх пулатпӑр. Пулатпӑрах, пире хальлӗхе тӑнкарулӑхпа чӑмӑртану ҫитмест-ха.
Манӑн хамӑн Ухсай. Сирӗнтен кашниннех хӑвӑрӑн Ухсай. Кам ӑна пурнӑҫра пӗлнӗ, кам унӑн хайлавӗсене мӗн чухлӗ те пулин вуланӑ - вӑл Ухсая палламасӑр юлма пултарайман. Ухсай питех те нумай енлӗ. Ухсай пултарулӑхӗ пин йӑлтӑрккаллӑ.
Унӑн чӑн хакӗн вӑхӑчӗ ҫитмен-ха. Сӑлтавӗ нумай.
Виталий Станьял
«Хыпар», 2011, раштав, 22